Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкрсран - дипломпа

Раштав уйăхĕн вун улттăмĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче халăх юррисене юрлакансен республикăри иккĕмĕш конкурсĕ Ираида Вдовина ячĕпе иртнĕ. Асăннă уява тĕрлĕ районсенчен 15-ĕн хутшăннă. Пирĕн район чысне Алевтина Михайлова (райпо ĕçченĕ), Светлана Григорьева (больницăн ача çуратмалли уйрăмĕ), Станислав Орлов ( Элĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ) хÿтĕленĕ. “Валинкке” ансамбль хăйĕн юрри-ташшипе уява илемлетнĕ. Пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа ДВД плеера пирĕн районти А.Михайлова тивĕçнĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Жюри членĕсем С.Орлова юрăсене питĕ ăста шăрантарнăшăн дипломпа хавхалантарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 декабря 2006
00:00
Поделиться