ПУРНĂÇ ÇИНЕ ÇĔНĔЛЛЕ ПĂХМАЛЛА
Юн кун республикăра министерство кунĕ иртрĕ. Çавна май пирĕн районта Чăваш Республикин промышленноç тата энергетика министерствин кунне паллă турĕç. Министерство ĕçченĕсем чи малтанах район пуçлăхĕпе тĕл пулчĕç.
Пĕрремĕш ушкăн Элĕкри строительство материалĕсен заводĕнче тата улма-çырла комбиначĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Тĕл пулусенче сăмах, тĕпрен илсен, малашлăх аталанăвĕ йăлтах коллективран хăйĕнчен килни тавра пулчĕ. Министерство ĕçченĕсем çакна палăртрĕç: республикăри пулса иртекен пур улшăнусем те халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассипе çыхăннă. Халĕ çĕнĕлле ĕçлемелле, пурнăç çине те çĕнĕлле пăхмалла. Ÿркенмелле мар çеç.
Ĕç коллективĕсенче пулнă хыççăн министерство кунне пĕтĕмлетрĕç.
![]() |