Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем - депутат елкинче

Ăс-хакăлпа çутлăх çулталăкне халалланă “Манăн çемье, манăн йăх историйĕ” пултарулăх ĕçĕсен республикăри конкурсĕ вĕçленнĕ. Ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствипе тата Пĕтĕм Раççейри “Пĕрлĕхлĕ Раççей” политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕпе пĕрле йĕркелесе ирттернĕ. Унта 7-14 çулсенчи шкул ачисем хутшăннă. Конкурс çĕнтерÿçисемпе лауреачĕсене депутат çулсерен ирттерекен Çĕнĕ çул елкине чĕннĕ. Виçĕмкун пирĕн районти 19 арçын ачапа хĕр ача çав елкăра савăннă. Депутат елкине Ехремкасси шкулĕнче вĕренекенсем пуринчен йышлăрах пулнă.

Çĕнĕ çул каçне хутшăннă ачасем Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семеновăн парнисене тивĕçнĕ, хаваслă концертра савăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 декабря 2006
00:00
Поделиться