Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кěрхи призыв вěçленчě

Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕпе раштавăн вăтăр пĕрремĕшĕччен саккунпа килĕшÿллĕн республикăра, çав шутра районта та, кĕрхи призыв тапхăрĕ пырать. Ку хутĕнче Элĕкри çар ĕç комиссариатне 198 çамрăка чĕнтернĕ. Вĕсем 1979-1988 çулсенче çуралнисем. Кăçалхи кĕрхи призыв тапхăрĕнче районти 28 яш салтак аттине тăхăнчĕ. Раштав уйăхĕн çирĕм виççĕмĕшĕнче Элĕк салинчи Артем Иванов тăван килпе икĕ çуллăха сывпуллашса çар ретне тăчĕ. Çапла вара кĕрхи призыв та вĕçленчĕ. Сывлăх енчен кăштах хавшаккисене, пĕр-пĕр çĕрте пĕлÿ илекенсене вăхăтлăха отсрочка патăмăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 декабря 2006
00:00
Поделиться