Хěл мучин волейбол турěнче
Элĕкре Хĕл Мучин Çĕнĕ çул умĕнхи волейбол турнирĕ иртрĕ. Тĕллевĕ – физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, халăхра волейбол вăййине ытларах та ытларах сарасси, чи вăйлă командăсемпе вăйăçсене палăртасси пулчĕ.
Турнира предприятисемпе организацисен, ял тăрăхĕсен 6 команди хутшăнчĕ. Финалта “Авангард”, “Правда” (иккĕшĕ те Ехремкасси ял тăрăхĕнчен), “Элĕк М” (çамрăксем) тата Элĕкри газ участокĕн “Газовик” командисем тупăшрĕç.
Пĕрремĕш вырăна Ехремкасси ял тăрăхĕн “Авангард” команди йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – “Газовик”, виççĕмĕшĕнче – “Правда”. Вĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.
![]() |
|
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета