Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кружока çÿрекенсем - çĕнĕ çул елкинче

Пултаруллисене, тăрăшуллисене, шкул пурнăçĕнче активлăх кăтартнисене Хĕл Мучипе Юр Пике те парнесĕр хăвармаççех. Раштавăн çирĕм улттăмĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕнче ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ çумĕнчи кружоксене çÿрекенсен Çĕнĕ çул елки иртрĕ. Паянхи кун центр çумĕнче 33 кружок шутланса тăрать пирĕн. Тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшакан кружоксене çÿрекен 240 вĕренекен савăнчĕ уявра. Чи малтанах пухăннисене культура ĕçченĕсем юмах лартса пачĕç, хыççăн тĕрлĕ сăнарлă тум тăхăннă вĕренекенсем конкурссенче пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Уява хутшăннисем пурте Хĕл Мучипе Юр Пикерен парнесемпе пылак çимĕçе тивĕçрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 декабря 2006
00:00
Поделиться