Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкулсене – вĕрентÿ хатĕрĕсем

Вĕрентÿ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн районти шкулсене вĕрентÿ хатĕрĕсем килсех тăраççĕ. Акă, çак кунсенче кăна Мăн Вылăри вăтам шкула биологи кабинечĕ валли 450 пине яхăн тенкĕлĕх хатĕр-хĕтĕр килсе çитнĕ. Комплектра – тĕрлĕрен таблицăсемпе кăтарту пособийĕсем, графопроектор, телевизорпа видеоплеер. Унччен кăна Юнтапари вăтам шкула географи кабинечĕ валли 80 пин тенкĕлĕх хатĕр-хĕтĕр килнĕ. Кунта – Çĕрĕн виçĕ виçеллĕ электронлă атласĕ, видеофильмсен пуххи, слайдлă альбом, карттăсем, гербарисем, сăрт-ту тăприсемпе çĕр айĕнчи пурлăх коллекцийĕсем – пурĕ 82 тĕслĕх.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 декабря 2006
00:00
Поделиться