Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк патриотсем шыравра

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче çамрăксен комитетне йĕркеленĕ. Унта 5 секци ĕçлет. Кашниех тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем ирттерет. Акă, «Çамрăк патриотсем» клуб çитĕнекен ăрăва патриотла тата интернационаллă воспитани парассипе чылай ĕç тăвать. Унта Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем тата “Новый путь” хуçалăх çамрăкĕсем пĕрлешнĕ. Клуба ялти вăтам шкул учителĕ, халăх музейĕн директорĕ, истори наукисен кандидачĕ Евгений Львович Ефимов ертсе пырать. Çамрăк патриотсем историпе краеведени шыравĕсене йĕркелеççĕ, паллă событисем пулнă вырăнсене çитсе кураççĕ, интереслĕ тĕл пулусене хутшăнаççĕ. Анчахрах вĕсем ЧР Вĕрентÿ министерстви ирттернĕ фотоĕçсен конкурсне хутшăннă. Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи ĕç-хĕле çутатакан пуян та тулли содержаниллĕ фотоальбом хатĕрлесе, çамрăк патриотсем пĕрремĕш вырăн йышăннă, диплом çĕнсе илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2007
00:00
Поделиться