Ĕçне кура - хисепě
Клавдия Николаевна Николаева – ĕçчен, ырă та ăшă кăмăллă çын. Вăл Эренар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çăмăл пулман унăн пурнăçĕ. Ашшĕ 5 ачана пăрахса тухса кайнă. Йывăр хуйха пула амăшĕ суккăрланса ларнă. Пĕччен тăрса юлнă амăшĕ колхоза тÿрех çырăнайман. Кил вырăнне те улăштармалла пулса тухнă. Мĕн пур йывăрлăх вара Клавди çине тиеннĕ. Пĕчĕк шăллĕпе йăмăкне те, амăшне те пăхмалла, колхоз ĕçне те çÿремелле, кил-çурта та пăхса тăмалла.
13 çултах колхоз лашисене пăхма тытăнать. Вăрçă йывăрлăхĕсене те чăтса ирттерет, пуçа усмасть. “Çĕрле тул çутăличчен хире тухса тырă выраттăм та типме сарса хураттăм, кайран кĕлте çыхаттăм. Ирхине ĕçе тухнисем манран тĕлĕнетчĕç”, – тет вăл халĕ.
1959 çулта Орск, Кострома хулисенчи стройкăра вăй хурать, ырă енпе палăрать. 1963 çулта каллех тăван колхоза таврăнать. Пĕр вăхăт лашасем пăхать, унтан тивĕçлĕ канăва тухичченех колхоз уй-хирĕнче ырми-канми ĕçлет. Акка çăпата ăсталама та пит хастар пулнă. “Хветÿç акай вĕрентрĕ те, пурне валли те хатĕрлеттĕм», – тет Клавди.
Ĕçне кура – хисепĕ. Кашни çулах хаклă парнесем, медальсем илме тивĕç пулнă акка. Унăн кăкăрĕ çинче паян “Ĕç ветеранĕ”, “Ĕçри хастарлăхшăн” медальсем йăлтăртатаççĕ.
Клавдия Николаева пушă вăхăтра тĕрĕ тĕрлет, алсиш-нуски çыхать, пире пулăшма тăрăшать.