Культура çуртĕнче – «кăвак çулăм»
Иртнĕ çул вĕçĕнче Кĕçĕн Тăванти культура çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура çут çанталăк газне çутнă. Унта район пуçлăхĕ А.И.Платонов, “Вурнарымежрайгаз” акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Х.Дубинин, Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.В.Михайлов, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем, ял çыннисем хутшăннă.
– Ялта пурăнма, ĕçлеме лайăх условисем пулсан çамрăксем вырăнтах юлаççĕ. Газ кашни культура учрежденийĕнчех пулмалла. 2007 çулта Тавăт ял тăрăхĕнчи Хирлеппуçĕнчи культура çуртне те çут çанталăк газĕ кĕртме тĕллев лартнă, – тенĕ район пуçлăхĕ.
– Газ килнипе эпĕ хамăн ĕçре пысăк çăмăллăх туятăп, – палăртнă ялти культура çурчĕн директорĕ Людмила Егоровна. – Эпир çулсерен 40 тоннăна яхăн çĕр кăмрăкĕ çунтараттăмăр, 80 пин тенкĕ ытла укçа каятчĕ. Халĕ газпа усă курнă май, укçа самай перекетленĕ.
Ял çыннисен ячĕпе Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.В.Михайлов сăмах каланă, ăнăçу суннă.
Кун хыççăн Кĕçĕн Тăванти вăтам шкулта вĕренекенсем концерт кăтартнă.
Культура çуртне юсама ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 74912 тенкĕ уйăрнă.
Районти культура учрежденийĕсене газ кĕртесси малалла пырать, райадминистраци ку ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрать.