Пултаруллă сывлăх ěçченне – хисеп грамоти
Районти тĕп больницăри ачасен уйрăмĕнче савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Уйрăм ертÿçине Ольга Николаевна Платоновăна районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.М.Григорьева Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн Хисеп грамотине панă. О.Платонова ку хисепе республикăри хĕрарăмсен юхăмне активлă хутшăнса ĕçленипе тивĕçнĕ.
Ольга Николаевна районти тĕп больницăра 25 çул ĕçлет. Ачасене юратасси унăн студент çулĕсенчех çуралнă. Ăслă, чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă хĕрарăм – халĕ сывлăх учрежденийĕнче тĕп фигура. Вăл чĕрĕк ĕмĕр хушшинче çĕршер мар, пиншер ача пурнăçне çăлса хăварнă. Ольга Николаевнăна Хисеп грамоти илнĕ ятпа ĕçтешĕсем ăшшăн саламланă.
![]() |