Раштавра арщын ачасем нумайрах
Райадминистрацин ЗАГС пайĕ раштав уйăхĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Иртнĕ уйăхра 13 ача çуралнă (2005 çулхи раштавра та çавăн чухлех), уйрăлни çинчен 5 акт çырнă, мăшăрланни çинчен 5 свидетельство панă. 20 çын вилнĕ, ашшĕ пулнине çирĕплетсе 1 свидетельство панă.
Раштав уйăхĕнче 10 арçын ача, 3 хĕр ача çуралнă. Ашшĕ-амăшĕсем ытларах Кирилл, Максим, Анастасия ятсене кăмăлланă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета