Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял ĕçченĕсен шалăвĕ ÿснĕ

Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен йышĕ 1294 çынпа танлашать. Ял ĕçченĕсен вăтам уйăхри шалăвĕ 1491 тенкĕ пулнă, ку вăл унчченхи çулхинчен 36 процент пысăкрах. Ĕçлекенсене 515 пин тенкĕ парса татайман, ĕç укçи тÿлесси 0, 2 уйăх тăсăлса пырать.

“Новый путь” хуçалăхра ĕç укçине вăхăтра тÿлеççĕ, вăтам уйăхри шалу – 2772 тенкĕ, “Прогресс” хуçалăхра – 1909, “Восходра” – 1530, “Рассвет” хуçалăхра 1406 тенкĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ юлса пыракан хуçалăхсенче вăтам ĕç укçине ÿстерессипе, ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсене шута илессипе, коллективлă килĕшÿсем тăвассипе малалла ĕçлет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2007
00:00
Поделиться