Ялта лайăх, анчах ĕç çук
– Ялта аталанма, ĕçлеме пĕр услови те çук. Хуçалăх арканнă, унпа пĕрлех предприятинчи мĕн пур техника саланнă. Ăçта ĕçлемелле-ха çамрăкăн, – шухăша кайса калаçрĕ Мăн Кăканар ялĕнче çуралнă 23-ри Владимир Николаев.
Сарлака хул-çурăмлă, яштака пÿ-силлĕ çамрăк çак сăлтава пулах хăйĕн пурнăçне тăван ялпа çыхăнтарма шутламан, хулара ĕç тупнă.
2001 çулта яш Краснодар крайĕнчи Армавир хулине салтак тивĕçне пурнăçлама ăсанать. Икĕ çул хушшинче Чечен республикине йĕркелĕхе сыхлама икĕ хут кайса килет. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ иртет командировка. Аманнă, суранланнă тĕслĕхсем пулман пулин те, чунне паянхи кун та темĕн канăç памасть унăнне. Сăмах май каласан, 2004 çулта Кăканар каччи каллех хăй ирĕкĕпе, контракт мелĕпе, Чечен республикине кайма кăмăл пуррине палăртса районти çар ĕç комиссариатне пынă. Ку хутĕнче çур çул Шали районĕнчи йĕркелĕхе сыхланă.
– Шиклĕх çуратман-и;–
– Пулнă. Анчах та кирек епле пулсан та ыррине шанатăн. Лайăххи çинчен шутласан чĕре те канăçлăхне тупать, – иртнине аса илет В.Николаев. Юнашарах чăваш ачисем пулни вара хавхалантарнă. Патăръел, Красноармейски районĕсенчи каччăсемпе пĕр çăвартанах пурăннă.
– Мĕн хистерĕ-ха инçе çула тухма; – ыйту паратăп Владимира. Пĕр тăхтаса тăмасăрах: “Укçа кирлĕччĕ”, – палăртрĕ вăл.
Черетлĕ командировкăран киле таврăнсан темиçе уйăх канать те хулана çул тытать. Пĕр лавккара хурал тăрать. 2005 çулхи раштавăн пĕрремĕшĕнче троллейбуспа çÿреме вĕренме кĕрет.
– Тăватă уйăхран алла ятарлă удостоверени пачĕç, троллейбус çине лартрĕç. Халĕ Шупашкартах хамăн çемьепе пурăнатăп, унтах ĕçлетĕп, – пĕлтерчĕ В.Николаев.
Канмалли кунсенче, тăватă кунта пĕрре, тăван килне çÿрет. Амăшне хуçалăхра пулăшать. Уйрăмах ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ хыççăн амăшне пĕччен кил-хуçалăха тытса пыма йывăррине туять.
Ялти пурнăçа килĕштерсен те, кунта каялла таврăнмассине пĕлтерчĕ çамрăк.