Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ агройĕркеленÿсем, кооперативсем

2006 çулта районта çĕнĕрен 13 агройĕркеленÿ туса хунă. Вĕсем панкрута тухнă хуçалăхсен никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ.

Ял çыннисене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес, килти хуçалăхра туса илнĕ ял хуçалăх продукцине, чĕртавара таварçаврăнăшне кĕртес тĕллевпе кооперативсем йĕркелесси сарăлсах пырать. Районта потребительсен ял хуçалăх кооперативĕсене 4 туса хунă, çав шутран кредит енĕпе ĕçлекеннисем – 2, продукци тирпейлекенни – 1 (Элĕк-сĕт), тавар сутаканни те 1 (Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи “Серебряные ключи”). “АПК-на аталантарасси” наци проекчĕпе килĕшÿллĕ вĕсем ЧР Ял хуçалăх министерствинче аккредитаци витĕр тухнă.

Кăçал потребительсен ял хуçалăх кооперативĕсене кашни ял тăрăхĕнчех уçма палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 января 2007
00:00
Поделиться