Çěнě çулта – пěрремěшě, çемьере - пиллěкмěшě
Маргарита Алексеева – çĕнĕ 2007 çулхи Ача çулталăкĕнче çуралнă районти пĕрремĕш хĕр ача. Вăл январĕн 5-мĕшĕнче 11 сехетре çут тĕнчене килчĕ. Унăн виçи – 4 килограмм та 350 грамм, тăршшĕ – 56 сантиметр. Маргарита – Писĕп ялĕнчи Алексеевсен çемйинчи 5-мĕш ача.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ М.М.Николаева пепкене савăнăçлă лару-тăрура регистрацилерĕ. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе те саламсем нумай пулчĕç. Мария Максимовна çывăх çыннисене хĕрача çурални çинчен свидетельство, саламлă открыткăсем пачĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета