Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пушар пысăк инкек кÿрет

Районти пушар чаçĕн уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, Элĕк енре пушар хăрушлăхĕ çав-çавах çивĕч-ха. 2006 çулхи 12 уйăхра 23 пушар регистрациленĕ. Вут-кăварта 471942 тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ, 2 çын пурнăçĕ татăлнă. Пушарсем ытларах уйрăм кил хуçалăхĕсенче пулнă. Тĕп сăлтав – вут-çулăмпа тĕрĕс усă курманни. Çавна пулах килти хуçалăхсенче вут-çулăм алхаснă.

2006 çулта Элĕк ял тăрăхĕнче пиллĕк пушар, Мăн Вылă, Ураскилт, Шĕмшеш ял тăрăхĕсенче виçшер пулнă. 9 çынна административлă майпа явап тыттарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 января 2007
00:00
Поделиться