Ялтан хулана куçаççě çемьесем
Вун-вун пиллĕк çул каяллине илер-ха. Ялсем ача-пăча сассипе тулличчĕ, халăх йышĕ те пысăкчĕ. Халĕ вара хăш-пĕр çĕрте кăнтăр кунĕнче виç-тăват çынна кăна асăрхама тÿр килет. Çамрăксем хуланалла тарнăран ялсем пушанса пыраççĕ те ĕнтĕ. Акă, Тăвăш Юнтапа ялĕнче те çак ÿкерчĕке асăрхама тÿр килет. Кунта юлашки икĕ çулта виçĕ çамрăк çемье хулана куçса кайма кăмăл тунă. Çамрăксем ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне упраса хăварасшăн-ха, анчах та тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупма кансĕрри тата ял хуçалăх отраслĕнче шалу пысăк пулманни хуланалла кайма хистет ĕнтĕ.
Ял çыннисем Тăвăш Юнтапа патне асфальт çул çитессе чăтăмсăр кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен кунта кĕркуннепе çуркуннехи вăхăтра кĕрсе тухма çул япăх.