Григорьевсем - Раççей призерěсем
Çĕрпÿ районĕнче Пĕтĕм Раççейри çамрăк боксерсен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртрĕ.
Ăна бокс вăййине никĕслекене С.П.Полещука халалланă. Ку турнир кăçал саккăрмĕш хут иртрĕ. Унта Раççейĕн 6 регионĕнчи 130 çамрăк боксер чемпион ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешрĕç. Ăмăртусене Элĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕренекенсем те – Андрей Григорьев, Иван Григорьев, Михаил Ермаков, Александр Ермаков хутшăнчĕç.
60 килограмлă виçере Иван Григорьев пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, Раççей чемпионĕ пулса тăчĕ. 51 килограмлă виçере вара Андрей Григорьев иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çапла ĕнтĕ, пиччĕшĕпе шăллĕ спортра тепĕр пысăк çитĕнÿ турĕç, район чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕç.