Пěчěк тупăшлисене - пулăшу
Юлашки çулсенче демографилле лару-тăру çĕр-шывра çеç мар, районта та лайăххисен йышĕнче мар. Çуралакансен йышĕ вилекенсенчен икĕ хут е ытларах та пĕчĕкрех.
Паянхи куна Элĕк район территорийĕнче нумай ачаллă çемьесен шучĕ 408-па танлашать. Вĕсенче пĕтĕмĕшле 1309 ача ÿсет. Çав йышра виçĕ ачаллă çемьесем 338 пулсан, тăваттăллисем – 56. Пиллĕк пепкене кун çути парнеленисем 13 çемье. Пĕр çемьере çеç ултă ача ÿсет. Тулли мар çемьесен шучĕ те сахалах мар, 221-ен шутланаççĕ вĕсем. Ачасене пĕччен ÿстерекен амăшĕсем – 118. 100 çемьере 103 инвалид ача пурăнать. Çавăн пекех пирĕн патра 45 йывăр çемье учетра тăрать. Çÿлерех асăннă категорири граждансене пурне те районти социаллă хÿтлĕх пайĕ пулăшу кÿрет.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета