Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элекре 9 тĕслĕх библиотека уçăлĕ

Халăха информаци ресурсĕсемпе туллин усă курма пулăшас тĕллевпе Элĕк районĕнче 11 тĕслĕх библиотека уçнă. Вĕсенче вулакансем кĕнекесемпе тата хаçат-журналпа кăна мар, тĕрлĕ аудио-видео, электронлă кăларăмсемпе паллашма пултараççĕ. Компьютерсемпе вара республикăпа район ĕç-хĕлĕ, тĕнчере пулса иртекен çĕнĕ хыпарсемпе кăсăкланма май пур.

Кăçал районта тата 9 тĕслĕх библиотека уçма палăртнă.

 



"Хыпар"
24 января 2007
00:00
Поделиться