Ăмăртура çěнтернě
Райпо канашĕ 2006 çулхи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна Тавăт магазинĕ тухнă. Иккĕмĕш вырăнта – Тени тата Çĕмĕрле районĕнчи Хутар магазинĕсем. Виççĕмĕш вырăна Кĕçĕн Тăван, Юнтапа, Ехремкасси магазинĕсем йышăннă. Суту-илÿ енĕпе Элĕкри “Радуга” магазин малта. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – “Кĕрсемĕр” гастрономпа “Центральный” магазин. Хатĕрлев ĕçĕпе пĕрремĕш вырăна Çирĕккасси тата Çĕмĕрле районĕнчи Танçырми магазинĕсем йышăннă. Сутуçăсем хушшинче Чăваш Сурăм магазинĕн заведующийĕ Л.Александрова, хатĕрлев кантурĕнчи З.Никифорова палăрнă. Обществăлла апатлану предприятийĕсем хушшинче Элĕкри “Кулинари” магазин çĕнтернĕ.