Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура çуртěнче – сенкер çулăм

Карачурари культура çуртне ку таранччен кăмрăкпа хутса ăшăтатчĕç. Халĕ кунта тĕтĕм-сĕрĕм тухмасть ĕнтĕ, çурта çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ. Çакна валли котельнăй тунă, çĕнĕ оборудовани туяннă, ăшăтмалли системăна юсанă. Культура çуртне газ кĕртессипе Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Маркитанов нумай тимленĕ. Культура çурчĕн директорĕ С.Л.Ивановăпа И.В.Кириллова та пĕрмаях çакăнта пулнă.

Анчахрах газ котельнăйне савăнăçлă лару-тăрура хута янă. Унта район администрацийĕн ĕçченĕ О.И.Сергеева, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Маркитанов, “Авангард” хуçалăх ертÿçи А.Н.Ефремов, ял çыннисем хутшăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 января 2007
00:00
Поделиться