Пунктсем туса хунă
Район пуçлăхĕн А. Платоновăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2006 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа информаци илессипе граждансен конституци прависене реализацилес, пĕрлехи информаци услăхне туса хурас, уйрăм çынсене, предприятисемпе организацисене, пĕрлешÿсене, обществăлла организацисене тĕрĕс информаципе туллин тивĕçтерес, çавăн пекех Интернет сечĕпе эффективлă усă курас тĕллевпе районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен никĕсĕ çинче обществăлла вырăн пункчĕсем туса хунă.
Асăннă пунктсем, шăмат кунпа вырсарни кунсăр пуçне, ирхи сакăр сехетрен пуçласа каçхи 18 сехетчен ĕçлеççĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета