Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкулта - уçă уроксем

“Çĕнĕ шкул” Президент программи 10 çул тултарнине халалласа январĕн 24-мĕшĕнче Мăн Вылăри вăтам шкулта Уçă алăксен кунĕ иртнĕ. Пур уроксем те уçă формăллă пулнă. Ачасене вĕрентес тата воспитани парас енĕпе ашшĕ-амăшĕсем валли стенд вырнаçтарнă. Шкул администрацийĕпе, класс ертÿçисемпе тата учительсемпе ашшĕ-амăшĕсем валли уйрăм консультацисем те йĕркеленĕ.

Асăннă шкулта январĕн 17-мĕшĕнче “Пирĕн шкул – ырă йăласем, çитĕнÿсем, малашлăхсем” темăпа ашшĕ-амăшĕсен уçă пухăвне те ирттернĕ. Пуху пуçланиччен “Эпĕ хамăн ачана пĕлетĕп-и-ха;” ятпа анкетировани йĕркеленĕ.

2006 çул кăтартăвĕсемпе шкул администрацийĕ тата попечительсен канашĕ чи лайăх 20 ашшĕ-амăшне тав тунă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 января 2007
00:00
Поделиться