Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вунă ача ура çине тăратнă

Сурăмпуç Шĕмшешри Агреппина Тимофеевнăпа Дмитрий Афанасьевич Афанасьевсем бриллиант туйне паллă турĕç.

Мăшăрсем хăйсен шăпине 60 çул каялла – 1947 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче çыхăнтарнă. Дмитрий Афанасьевич Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Мирлĕ вăхăтра мăшăрсем тăван çĕр çинче тăрăшнă. Дмитрий Афанасьевич колхозра бригадир пулнă, мăшăрĕ бригадăра ĕçленĕ. Афанасьевсем 10 ача – 5 хĕрпе 5 ывăл çуратса ÿстернĕ. Пурте вĕсем çемьеллĕ. Афанасьевсен 20 мăнукпа мăнукĕсен 4 ачи. Килти сĕтел хушшине пурте вырнаçсан, ларма та тăвăртарах пулать.

Çулĕпе çамрăках мар ĕнтĕ вĕсем. Çемье пуçĕ 88 çулта, мăшăрĕ – 83-ре. Ватă ашшĕпе амăшне ялтах пурăнакан 2 ывăлĕпе хĕрĕсем пăхаççĕ. Ытти ачисем те тăван киле килсех çÿреççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 января 2007
00:00
Поделиться