ĔÇСЕНЕ ПĔТĔМЛЕТНĔ, ТĔЛЛЕВСЕМ ПАЛĂРТНĂ
Ку хуçалăха 2006 çулхи пуш уйăхĕнче йĕркеленĕ, вăл сĕт туса илессипе ĕçлет. Хальхи вăхăтра кунта 223 ĕне выльăх шутланать, вĕсенчен 99-шĕ сăвакан ĕнесем, 31 пушмак пăру, 31-шĕ – самăртакан ушкăнра, çур çулчченхи пăрусемпе вăкăрсем – 22, 6-18 уйăхсенчи пăрусемпе вăкăрсем – 40.
Мĕн пурĕ 187 тонна сĕт сунă, 144 тоннине патшалăха сутнă. В.Тимофеева 67 тонна, Г.Леонтьева 66 тонна сĕт сунă. Дояркăсен уйăхри ĕç укçи вăтамран 3, 5 пин тенкĕпе танлашать. Хуçалăхра 24 çын ĕçлет.
2007 çулта çакăн пек тĕллевсем палăртнă: выльăх апачĕ нумайрах хатĕрлемелле, ĕне выльăх йышне 300 пуçа, сăваканнисене 140 таран çитермелле, сĕт тата аш-какай туса илессине 17 процент ÿстермелле.