КУПĂСПА ТА КАЛАРĔÇ
Ялсенче юрра-ташша ăста çемьесем çук мар. Вĕсен пултарулăхне уçса парас тĕллевпе районта çак кунсенче “Эпĕ, эсĕ тата вăл – пĕрле туслă çемье” ятпа фестиваль иртрĕ. Çемьесем сцена çинче хăйсен ăсталăхне яр уççăн кăтартса пачĕç.
Жюри членĕсем Тавăтри Васильевсемпе Железновсен, Чăваш Сурăмĕнчи Артемьевсен, Çирĕккассинчи Федоровсен, Ураскилтри Осиповсен пултарулăхне пысăк хак пачĕç. Вĕсем республикăри фестивале хутшăнĕç.
Наци музыка инструменчĕсем çинче вылякансен “Выля, хут купăс” конкурса хутшăнакансем те сахал мар пулчĕç. Тенири П.Николаев, Тавăтри Н.Герасимовпа И.Николаев тата ку ялти хут купăспа вылякансен ансамблĕ пысăк чыса тивĕçрĕç, вĕсем район ятне республикăри конкурсра хÿтĕлĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета