ПĔЧĔК ЯЛТА
Шафранчăк – пĕчĕк ял, пĕр урам кăна унта, 26 кил. Çакна палăртмалла: ялĕ унччен аякра тесе шутланнă пулин те, кивелмест вăл, паянхи пурнăçран юлмаççĕ шафранчăксем.
Акă, иртсе кайнă çулталăкра кунта 2 çĕнĕ çурт лартнă. Кăçал вара, Çĕнĕ çулăн пирвайхи уйăхĕнчех, Константиновсемпе Капитоновсем çĕнĕ çурта пурăнма куçрĕç. Çамрăк мар ĕнтĕ вĕсем, иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Ачисем хулара пурăнаççĕ, çапах тăван тăрăха манмаççĕ. Вĕсем вĕт-ха ашшĕпе амăшне çĕнĕ çурт-йĕр çĕклеме пулăшнă. “Шафранчăк ялĕ яланах илемлĕ пултăр, пирĕн килти чÿречери çутă нихăçан та ан сÿнтĕр”, – теççĕ Константиновсемпе Капитоновсен ачисем.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета