ШĔМШЕШСЕН ХĔРАРĂМ ЕРТŸÇĔ
“Шумшеваши” ял хуçалăх предприятине Михаил Николаевич Семенов нумай çул ăнăçлă ертсе пычĕ. Çавна май шĕмшешсем выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне, уй-хир тухăçне ÿстерессипе кал-кал ĕçлесе пычĕç.
М.Семенов вăй хунă тапхăрта ялсем те тĕпрен çĕнелсе улшăнчĕç. Анчах юлашки вăхăтра агропромышленность комплексĕнчи хăш-пĕр йывăрлăхсем шĕмшешсене те хытах чăрмантарчĕç. Ахальтен мар кăтартусем те пĕчĕкленчĕç.
М.Семенов çак кунсенче хăй ирĕкĕпе ертÿçĕрен тухма шутлани çинчен пĕлтерчĕ. Ял çыннисен пухăвĕнче ку ыйтăва тивĕçтерчĕç. Хуçалăхăн халĕ çĕнĕ председатель. Яваплă должноçа Вера Аркадьевна Герасимова йышăнчĕ. Ăна районта та чылайăшĕ лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Вăл пĕр хушă Шĕмшеш ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçлерĕ, хыççăн ял тăрăхĕнче специалистра вăй хучĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета