ШКУЛА ПУЛĂШУ КŸРЕТ
Ехремкасси ял тăрăхĕнче Василий Тяжева пĕлмен çын çук та пулĕ. Вăл, хресчен çемйинче çуралса ÿснĕскер, вĕренес туртăма пăрахăçламан, çавăнпах ĕнтĕ шкул хыççăн аслă пĕлÿ илнĕ, Мускав хулинче хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă. Ехремкасси çынни тăван кĕтесе манмасть, пушă вăхăт тупăнсан яла килсе каять, шкулта, ытти çĕрте пулать.
Ехремкасси шкулне, хăй кунта пĕлÿ илнĕрен, пĕрре мар спонсорла пулăшу кÿнĕ. Компьютер класĕ те вăлах йĕркелесе панă.
В.Тяжев нумаях пулмасть ашшĕ патне хăнана килсе кайрĕ. Тăван ялта пулнă май шкула та кĕрсе тухрĕ. Вĕренекенсене çĕнĕ парнепе савăнтарма шантарчĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета