ÇĔНĔ ТРАКТОР ТУЯНЧĔÇ
“Алмаз” ял хуçалăх предприятийĕ тĕрлĕ техникăран пуян. Анчах тракторсемпе ял хуçалăх машинисем, тĕпрен илсен, кивелнĕ. Çавна май Г.Денисов ертÿçĕпе специалистсем машина-трактор паркне çĕнетме тăрăшаççĕ.
Юнтапасем кăçал МТЗ-82 “Беларусь” трактор туянчĕç. Ку техника хакĕ – 500 пин тенке яхăн. Хуçалăхра “ДОН” комбайн илме те ĕмĕтленеççĕ.
Пур пек техника çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çур акинче усă курмалли автомашинăсемпе тракторсене, кăкарса ĕçлемелли агрегатсене тĕплĕ юсаса ĕçе хатĕрлеме тĕллев лартрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета