ÇЫРАВÇĂПА ТĔЛ ПУЛЧĔÇ
Çав ятпа районти тĕп библиотекăра вулакансен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Унта тĕп вулавăш, ача-пăча тата Элĕк шкулĕнчи библиотекăсен, ачасемпе çамрăксен искусство шкулĕн ĕçченĕсем, Элĕкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Тĕл пулура юбиляр пултарулăх ĕçĕпе паллаштарчĕ, хăйĕн калавĕсемпе сăввисене вуласа пачĕ, физкультурăпа спортри çитĕнĕвĕсем çинчен каларĕ.
Тĕп вулавăшра Никита Ларионовăн литературăри тата спортри пултарулăхне кăтартакан курав йĕркеленĕ. Унта юбилярăн кĕнекисемпе, хаçат-журналта пичетленнĕ калавĕ-очеркĕсемпе, физкультурăпа спортри кăтартăвĕсемпе паллашма пулать.
Тĕл пулура паллă çыравçăна тата спортсмена библиотекăсемпе искусство шкулĕн ĕçченĕсем юрăсемпе саламларĕç.