Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ХĔРАЧАСЕМ НУМАЙРАХ ÇУРАЛНĂ

Çĕнĕ çулăн пирвайхи уйăхĕнче районта 11 ача çуралнă: 4 арçын ача 7 хĕрача. Пĕрремĕш ача – 4 çемьере, иккĕмĕш ача – 2 килте, 1-ер çемьере – виççĕмĕш, пиллĕкмĕш, улттăмĕш ачасем, тăваттăмĕш ача – икĕ çемьере. Пĕлтĕрхи кăрлачрипе танлаштарсан, кăçал 1 ача нумайрах çуралнă. Çакна палăртмалла: районти 7 хĕрарăм амăшĕн капиталне илме пултараççĕ.

Кăрлачра 33 çын вилнĕ: 13 арçынпа 20 хĕрарăм. Ку кăтарту иртнĕ çулхи пекех. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 63 çул, хĕрарăмсен – 75 çул.

Кăçалхи кăрлачра 12 мăшăр çырăннă, çакă пĕлтĕрхинчен 4 мăшăр нумайрах. Тăватă уйрăлу пулнă – иртнĕ çулхинчен 2 ытларах.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 февраля 2007
00:00
Поделиться