Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

РЕДАКЦИРИ ИКĔ ÇАМРĂКА - ЯТАРЛĂ СТИПЕНДИ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров нарăсăн 5-мĕшĕнче пултарулăха туптакан республикăри çамрăксене ятарлă стипенди парасси çинчен калакан хушăва алă пуснă.

Вĕренÿре, бизнес проекчĕ тăвас, ăслăлăхра, производствăра тата управлени ĕç-хĕлĕнче пысăк ÿсĕм тунă каччăсемпе хĕрсем кашни уйăхра 1000 тенкĕ илсе тăрĕç. 2007 çулхи Президент стипендине илекенсен йышĕнче “Пурнăç çулĕпе” хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем те пур. Вĕсем: çырусен пайĕн заведующийĕ Э.Кузьмина тата компьютер пайĕн заведующийĕ Н.Никифорова.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 февраля 2007
00:00
Поделиться