Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вылять хут купăс, шăранать юрă

 

  

Нарăс уйăхĕнче «Эпĕ, эсĕ тата вăл – пĕрле туслă çемье» пултарулăхĕн республикăри иккĕмĕш фестивалĕ тата «Выля хут купăс» конкурс-уяв пуçланчĕç. Унта хутшăнса кашниех хăйĕн ăсталăхне кăтартма пултарать.

Иртнĕ канмалли кун Хĕрлĕ Чутайĕнче зонăри фестиваль иртнĕ. Элĕк, Муркаш, Етĕрне тата асăннă районта пурăнакан 7 çемье, инструмент ансамблĕсем улттăн тата 7 инструменталист хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Кашни конкурсра чи лайăххисене палăртаççĕ. Çак кун вара пуринччен ытла А.Якимов (Элĕк), М.Долговпа М.Михайлов (Етĕрне), Н.Кошелев (Хĕрлĕ Чутай) купăсçăсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă. Железновсем (Муркаш районĕ), Долговсемпе Ивановсем (Етĕрне районĕ) те хăйсен ятне тăрăшсах хÿтĕленĕ. Конкурс уява хутшăннă виçĕ çулти Н.Федорова (Элĕк районĕ) вара пухăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнланă. Çавăн пекех фестивале хутшăннă Г.Терентьев ертсе пыракан Элĕкри литературăпа тавра пĕлÿ музейĕн «Ветеран» халăх инструменчĕсен ансамбльне те ыррипе çеç асăнмалла.

Фестиваль пĕрремĕш утăмсем çеç тăвать-ха. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ Республика кунĕнче пале пулĕ.



"Хыпар"
10 февраля 2007
00:00
Поделиться