Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

КИНЕМЕЙ ЮРĂ ЮРЛАТЬ, ÇĂМ АРЛАТЬ

Çапла, тăхăр теçетке урлă каçнă Кармал Тенири Нина Григорьевна Григорьева. Вăл 23 çулта мăшăрланнă. Аслă вăрçă пуçлансан упăшки фронта тухса кайнă, арăмĕ 2 ачапа юлнă. Тепĕр 2 çултан Иван Осипович вăрçăран аманнипе инвалид пулса таврăнать.

Нина Григорьевна чылай хушă дояркăра, пăру пăхаканра, конюхра, колхозницăра тăрăшать. Унăн халĕ 14 мăнукпа вĕсен 3 ачи. Хальхи вăхăтра Нина Григорьевна кĕçĕн хĕрĕпе кĕрÿшĕн килĕнче пурăнать. Çамрăк мар пулин те, ахаль лармасть: çăм арлать, чăлхасем çыхать, ачисемпе мăнукĕсем валли тапочкăсем ăсталать. Çамрăк чух вăл хитре салфеткăсемпе сĕтел çитти çыхнă. Кăмăлĕ çĕкленсен авалхи чăваш юррисене те юрласа парать, вăл ĕлĕкхисене лайăх астăвать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 февраля 2007
00:00
Поделиться