ПЕРЕПИÇĔН КĂТАРТĂВĔСЕМ: ХАЛĂХ ЙЫШĔ ЧАКАТЬ
Совет Союзĕ арканчĕ, çĕнĕ патшалăх – Раççей Федерацийĕ йĕркеленчĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республикинчен Чăваш Республики – Чăваш Ен пулса тăчĕ, вырăнти влаçсен тытăмĕнче çĕнĕлĕхсем пулчĕç. Çапла вара обществăра урăхла инфраструктура, çĕнĕлле тытăм йĕркеленчĕ. Пиллĕк çул каярах иртнĕ перепиçре çав улшăнусем, çĕнĕлле пулăмсем шăпах туллин палăрчĕç те ĕнтĕ.
Мĕн кăтартса пачĕ-ха Пĕтĕм Раççейри перепиç? Чи малтан, халăх йышĕ чакса пырать. Акă, 1989 çулта çырав кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Енре 1 миллион та 338 çын пурăннă: хуларисем – 771000, ялтисем 567000 çын. 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра 1 миллион та 319 пин те 500 çын пурăннă: хуларисем – 798 пин, ял çыннисем 520, 9 пин.
1989 çулхи перепиç тăрăх, Элĕк районĕнче 23726 çын пурăннă, юлашки кăтартусем тăрăх 21739 çын.
Халăх сахалланни ытларах ачасем çураласси чакнипе, çынсем вилесси ÿснипе çыхăннă. Чăваш Енри ытти районсенчи пекех, пирĕн районта та çултан çул ачасем çуралас кăтарту чакать, вилекенсен шучĕ ÿсет.
Перепиçе хатĕрленнĕ вăхăтра наци ыйтăвĕ паллă вырăн йышăнчĕ. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенчи политика пăтăрмахĕсем хăш-пĕрисен наци туйăмне хавшатрĕç вĕсем: “Ни вырăс мар эп, ни чăваш”, – тенипе килĕшме пуçларĕç. Халăхра çырав вăхăтĕнче хăш наци çыннине палăртнă чухне “Эп – россиян” тесе çырма сĕнекен шухăш çуралчĕ. Çакна Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров вăхăтра сирчĕ. “Пирĕнтен кашни “Эп – чăваш тата Раççей гражданинĕ” тесе мăнаçлăн калама пултартăр”, – палăртрĕ Президент. Калас пулать, пирĕн район çыннисенчен пысăк пайĕ чăваш чĕлхине хăйĕн тăван чĕлхи вырăнне хурсах йышăнать. Анчах хăш-пĕр çемьесенче, уйрăмах Элĕк салинче, ашшĕ-амăшĕсем ачисемпе вырăсла çеç калаçнă тĕслĕхсем те пур-ха. Пытармалли çук, ялта та хăш-пĕрисем çапла “курнăçланаççĕ”. Тăван чĕлхене манар мар, вăл пирĕн патшалăх чĕлхи вĕт-ха.
Перепиçĕн тепĕр кăтартăвĕ – халăх ватăлса пыни. Ĕçлекен çынсем сахалланаççĕ. Ку енĕпе пирĕн районта лару-тăру çавăн пекех. Çакăнта вăй-питти çынсем урăх çĕре ĕçлеме тухса кайни те, çамрăксем ытти регионсенче вĕренни те витĕм кÿрет. Тепри вăл – арçынсем хĕрарăмсенчен сахалтараххи. Сăлтавĕ – арçынсен ĕмĕрĕ кĕскелнинче.
Перепиç халăхăн пĕлÿ шайĕ ÿснине кăтартса пачĕ. Элĕк енре те аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ илекенсен шучĕ ÿссе пырать, професси пĕлĕвĕ илнисем те чакман.