ЯШСЕМ ВОЛЕЙБОЛЛА ВЫЛЯÇÇĔ, КАРАТЭПЕ ТУСЛАШАÇÇĔ
Çитĕнекен ăрăва тата çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Тавăт ял тăрăхĕн администрацийĕ çамрăксен пушă вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерме Тавăтри вăтам шкулта тата унăн Кĕçĕн Тăванти филиалĕнче волейбол секцине уçнă.
Ял çамрăкĕсем унта эрнере икĕ хутчен пухăнаççĕ, выляс ăсталăха ÿстереççĕ, шăм-шака çирĕплетеççĕ. Кунпа пĕрлех Тавăт шкулĕнче каратэ секцийĕ уçăлнă. Унта занятисем эрнере виçĕ хут иртеççĕ. Секцисен алăкĕсем кирек камшăн та уçă, вĕсенче кашниех хăйĕн ăсталăхне кăтартма тăрăшать. Кунта çÿрекенсем районти ăмăртусене те хутшăнаççĕ, çитĕнÿсем тăваççĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета