Çулсем ахальлěн
Çак кунсенче Тени салинче пурăнакан Жанна Романовна Игнатьева 65 çул тултарчĕ. Юратнă амăшне саламлама ачисем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ: Мускавран, Перьмран, Шупашкартан.
Жанна Романовна Кармал ялĕнче çуралнă. Вăл вăрçăн йывăр çулĕсем хыççăн тăван “Прогресс” хуçалăхăн уйĕсенче ĕçлеме пуçланă. Часах хăйĕн шăпине Тенири ятлă каччăпа Георгий Игнатьевичпа çыхăнтарнă. Ĕçе юратакан туслă çемьере пиллĕк ача ÿснĕ: виçĕ хĕрпе икĕ ывăл. Жанна Романовна сысна ферминче нумай çул тăрăшса ĕçлерĕ.
Хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăха тытса пырать. Вăл, çăмăллăхлă кредитпа усă курса, романовски ăратлă сурăхсем туяннă. Ăна кулленхи ĕçĕнче кĕçĕн ывăлĕ Вадим пулăшать.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета