Хăрушă кунсем тухмěç манăçран
Виçĕ яш-кĕрĕме Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Шел пулин те, никама та кирлĕ мар вăрçăра пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни те пур. Вăл – Ишпарайкка ялĕнчи О.Прокопьев.
Кĕçнерни кун воин-интернационалистсем райадминистрацин актсен залĕнче тĕрлĕ ыйту хускатрĕç. Районти çар ĕç комиссарĕ В.Мареев Афганистан вăрçине хутшăннисене çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланишĕн тав турĕ, паянхи çамрăксене патриотизм туйăмĕ енне туртăнтарасси çине тимлĕх уйăрмаллине каларĕ. РФ Пенси фончĕн Элĕк районĕнчи управлени пуçлăхĕ Л.Викторова хăш-пĕр çăмăллăхсем çинчен ăнлантарса пачĕ.
Çав кун Элĕкри культурăпа кану паркĕнче воин-интернационалистсене халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.