Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăтартусем - тěрлěрен

Кăçалхи январь уйăхĕнче районта 51, 1 тонна аш-какай туса илнĕ. Çакă, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, 75, 6 процент. Сĕт пĕтĕмпе 423, 9 тонна сунă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан – 99, 4 процент. Кăçал сĕт сăвасси “Новый путь” хуçалăхра 28 процент, “Шумшеваши” хуçалăхра 7, 8 процент ÿснĕ.

Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕне выльăхсем 4958 пуç, çав шутран ĕнесем 1856 пуç; сыснасем 2105 пуç шутланаççĕ. Ĕне выльăхсен йышĕ “Новый путь”, Ульянов ячĕллĕ, сыснасен шучĕ “Шумшеваши”, “Новый путь” хуçалăхсенче хушăннă. Ĕне выльăхсем талăкра 429-шар, сыснасем 366-шар грамм ÿт хушнă. Ку енĕпе “Новый путь”, “Звезда”, “Алмаз”, “Родина” хуçалăхсен кăтартăвĕсем лайăхрах.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 февраля 2007
00:00
Поделиться