Çивěч шÿт хаваслă кулă
Çапла, хаваслă кулă чылайччен янăрарĕ Элĕкри вăтам шкулăн актсен залĕнче, çивĕч шÿтсемпе кулăшла сценкăсем пурин кăмăлне те çĕклерĕç. Вунă команда хăйсен кулăшпа тавçăрулăхри пултарулăхне кăтартса мала тухассишĕн тупăшрĕ çав кун.
Савăнăçлисемпе тавçăруллисен вăййи чăннипех те пирĕн планета çинчи чи лайăх вăйăсенчен пĕри пулĕ. Пĕрре вылясан татах та выляс килет. Акă, ку тупăшура çĕнтернисем республикăри вăйăра хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартнă. Çак хисепе районта пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ Йăлкăш шкулĕн (ертÿçи Н.А.Казакова) тата иккĕмĕш вырăнти Элĕк шкулĕн команди (ертÿçи М.Г.Данилова) тивĕçнĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета