Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Салтак çырăвěсем

Тÿрех каламалла, паянхи çăмăлах мар пурнăçра кирек хăш хĕрарăм та 7 ача çуратма хăюлăх çитерейрес çуках. Вырăс Сурăм шкулĕнчи Эльвира Николаевна Иванова учительница вара шикленсе тăман. Икĕ аслă хĕрĕ Ингăпа Елена аслă пĕлÿ илнĕ те Шупашкарта тĕпленнĕ.

Ывăлĕ Игорь, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура уйрăмĕн 5-мĕш курс студенчĕ, иртнĕ кĕркунне çар ретне тăнă. Халĕ вăл – Мускав облаçĕнче хĕсметре. Ывăлĕ юратнă амăшĕ патне тăтăшах ăшă çырусем çырать. Йĕкĕт вăй-хал гимнастикинче 1-мĕш вырăн йышăннă. Шăллĕсене – Мускаври автоçул институчĕн 4-мĕш курс студенчĕ Александрпа Юнтапа шкулĕн 11-мĕш класĕнче вĕренекен Николая та спортпа туслă пулма, çĕр-шыв хÿтĕлевçи пулмашкăн хатĕрленме сĕнет. Хальхи вăхăтра салтак уйрăмах пысăк çар хатĕрленĕвĕ паракан взводра вĕренет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 февраля 2007
00:00
Поделиться