Класс ертÿçисем
Çĕр çинче кирлĕ те лайăх профессисем темĕн чухлех, кашниех хăйне уйрăм ăсталăхпа пултарулăх ыйтать. Учитель профессийĕ вара татах та тĕрлĕ енлĕ. Унăн кăштах тухтăр та пулмалла, вăлах тата – артист та. Ара, ачасене урокра аташма парас мар тесе, мĕн кăна туса кăтартма тивмест пуль унăн. Районти «Чи пултаруллă класс ертÿçи» конкурса хутшăннисем çавсене йăлтах кăтартма пултарчĕç.
Финалти тупăшăва 9 класс ертÿçи хутшăнчĕ. Комисси çаксене çĕнтерÿçĕ тесе палăртрĕ: «Пуçламăш классен чи лайăх ертÿçи» номинацире – Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулти Надежда Львовна Иванова учительница, «Вăтам сыпăкри чи лайăх класс ертÿçи» номинацире – Юнтапари вăтам шкулти Людмила Михайловна Ильина учительница. Мăн Вылăри вăтам шкулти Надежда Витальевна Никандрова вара «Аслă классен чи лайăх ертÿçи» ята тивĕçрĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета