Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Концертра зал тулли халах

Савăнăçлăн паллă турĕç Тенири культура çуртĕнче Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне халалланă кану каçне. Палăртнă вăхăтра зала туллиех халăх пуçтарăнчĕ. Кану каçне культура çурчĕн директорĕ Надежда Петровна Мурзакова йĕркелесе ертсе пычĕ.

Çĕнĕ ĕçре нумаях мар пулин те, ял ĕçченĕсем валли кăмăла каймалла уяв каçĕ ирттерчĕ. Çамрăксем чылай юрăсем шăрантарчĕç. Вĕсене – асăнса хăвармасăр иртме çук: Коля Григорьев, Вова Прохоров, Толя Капитонов, Руслан Мурзаков, Рита Печкова, Люда Касьянчик, Алешăпа Алена Михайловсем, Светăпа Оксана Хрисанфовсем. Вырăнти артистсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç.

Çавăн пекех кану каçĕ куракансемпе ирттернĕ тĕрлĕрен вăйăсемпе пуян пулчĕ. Уяв каçĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 февраля 2007
00:00
Поделиться