Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пěлтěрхи ěçе пěтěмлетрěç

Иртнĕ кунсенче Юлăш клубĕнче çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе смотр-отчет иртрĕ. 2006 çулта Чăваш Сурăм ял тăрăхĕ епле ĕçлесе пынине Эдуард Владимирович Николаев каласа пачĕ.

Кăçалхи тĕллевсемпе çĕнĕ пуçлăх С.В.Алексеев паллаштарчĕ. Унтан вырăнти артистсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Р.Михайлова, Ю.Васильева, Е.Сидорова, Р.Тихонова, Л.Емельянова ватăсем ĕлĕкхи юрăсене чуна тыткăнламалла шăрантарчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекен Лариса тата шкул çулне çитмен Анжелика Емельяновасем те концерта пынисен кăмăлне çĕклерĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 февраля 2007
00:00
Поделиться