Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ХĔРАРĂМСЕМ ВОЛЕЙБОЛЛА ĂСТА ВЫЛЯРĔÇ

Элĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче хĕрарăмсен командисем волейболла вылярĕç. Унта Мăн Вылă, Ехремкасси, Тавăт, Питĕшкасси, Элĕк ял тăрăхĕсен тата районти тĕп больницăн командисем хутшăнчĕç. Ăмăртусене Пĕтĕм Раççейри “Пĕрлĕхлĕ Раççей” политика партийĕн Элĕкри уйрăмĕ йĕркеленĕ.

Çивĕч тупăшура Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи волейболисткăсем мала тухнă, иккĕмĕш вырăнта – Ехремкасси ял тăрăхĕн, виççĕмĕшĕнче Тавăт ял тăрăхĕн командисем.

Çĕнтерÿçĕ-командăсене дипломсемпе тата парнесемпе чысланă



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 марта 2007
00:00
Поделиться