Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Олимпиадăра çěнтернě

Шупашкарта, ачасемпе çамрăксен туризм тата экскурсин “Эткер” çуртĕнче республикăри вăрман олимпиади иртĕ. Çак ăмăртусен куçăмлă виççĕмĕш турне Элĕкри вăтам шкулти 10-мĕш “е” класри Анастасия Васильевăпа Олимпиада Никитина та тивĕçнĕ. Ку тапхăрта çĕнтерсе вĕсем финала тухнă.

Финалти ăмăртусенче Олимпиада Никитина пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, Анастасия Васильева иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсем иккĕшĕ те Элĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕнчи А.Алексеев биологи учителĕ ертсе пыракан “Çамрăк эколог” вĕренÿ пĕрлешÿне çÿреççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 марта 2007
00:00
Поделиться