Сěт нумайрах сунă
Районти ял хуçалăх предприятийĕсем иртнĕ икĕ уйăхра 105, 3 тонна аш-какай, 832, 3 тонна сĕт туса илнĕ. Кашни ĕнерен 477 килограмм сĕт сунă. Кăтарту, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 111 килограмм пысăкрах. 100 гектар çĕр пуçне илсен, аш-какай 3, 6 центнер, сĕт 28, 1 центнер туса илнĕ.
Ĕне выльăхсем талăкра 489-шар, сыснасем 328-шар грамм хушăннă. Иртнĕ çулхи шайпа илсен, ĕне выльăхсем ÿт хушасси 97 грамм ÿснĕ, сыснасем хушăнасси 21 грам чакнă.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕне выльăхсем 4956 пуç, сыснасем – 2113, сурăхсем – 50, лашасем 198 пуç шутланаççĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета